Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхе комиссийӗ пирки

Республикӑра чӑваш чӗлхи тӗлӗшпе ведомствӑсен хушшинчи ятарлӑ комисси те пур. Пур ҫеҫ мар, вӑл йышӑнусем те тӑвать. Калӑпӑр, терминологи ыйтӑвӗсемпе. Анчах та, ман шутпа, комиссин "ҫӗнӗ" сӑмахсен списокӗсене сӗннипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар. Мӗншӗн тесен кунашкал меслетпе вӗҫне-хӗрне тупса пӗтерме хӗн. Чи малтанах тӗпри, тымарти принципсене палӑртмалла. Ҫирӗп никӗс кирлӗ. Урӑхла каласан, терминсем ӑсталас ӗҫӗн концепцине туса хатӗрлемелле. Ҫавӑн чухне ҫеҫ "шпаргалка" пулӑшӑвӗсӗр пурӑнма май килӗ. Хальлӗхе терминсене тӗпрен илсен "куҫару" меслечӗпе хатӗрлетпӗр-ха: вырӑсларан — чӑвашла... Ку - хӗсӗк тата чылай чухне ултавлӑ меслет... Акӑ вырӑс чӗлхинче положительный /-ая, -ое/, отрицательный /-ая, -ое/ тенисем пур. Чӑвашла мӗнле каламалла-ши? Положительнӑй, отрицательнӑй тесен чӑтма ҫук лӳпперрӗн илтӗннӗ пулӗччӗ. Эппин, мӗн тумалла-ха? Ман шутпа, кунта вырӑс чӗлхи еннелле ҫеҫ тинкерни сахал. Тӗнче опытне те шута илмелле. Европа чӗлхисене /акӑлчан, нимӗҫ т.ыт.те/ вӗреннипе мухтанма юрататпӑр. Ҫав вӑхӑтрах ҫак пӗлӳпе чӗлхе строительствинче усӑ курма манатпӑр. Positiv, negativ тенисене илтмен-курман мар вӗт, ара! Ман шутпа, ҫӳлерех асӑнна сӑмахсене чӑвашла позитивлӑ, негативлӑ темелле. Е тата "сельское поселение" ӑнлав тавра ҫӗкленнӗ пӑтӑрмаха аса илер. Тав Турра, чӗлхе комиссииӗ ку ыйтӑва татса пачӗ. Ҫав вӑхӑтрах, кӳршӗри тутарсен опытне шута илменни телӗнтерчӗ. Жирлек теҫҫӗ тутарсем. Чӑвашла ҫӗрлӗх тенипе пӗр килет. Паллах, тӗрле сӑлтава пула, пирӗн чӗлхере апла калама майлах мар. Апла пулин та кунта шухӑшласа пӑхмаллах...

Элли Илле,
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 17


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-11 17:12:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7485 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем